Чӑвашсем — Ытти халӑхсем

 

8798Вырӑсна ятна ан кала, мишерне ҫуртна ан кӑтарт.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8799Вырӑсне кура майри.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8800Вырӑспа пулсан тӑшман ҫӗнеймӗ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8801Вырӑспа ҫула тух, тутарпа сысма ан тух.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8802Вырӑспа тус пул, тутарпа кутӑн пул.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8803Вырӑспа тус тусан пасма тулӑ парса уйӑрмалла теҫҫӗ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8804Вырӑспа чӑваш — пиччӗшӗпе шӑллӗ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8805Вырӑссем выльӑха та ҫын ячӗпе чӗнеҫҫӗ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8806Ӗлӗк укҫа салатнӑ чух вырӑс укҫа салатакана пӑт чӗрес кайса панӑ тет, чӑваш — пӗчӗк хутаҫ, ҫавӑнпа чӑваш начар тет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8807Ӗҫкӗ-ҫикӗ хутӑшсан ҫармӑс та хурӑнташ пулать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8808Ӗҫле-ӗҫле те, вил те вырт терӗ тет тутар.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8809Икӗ мӑкшӑ пӗр пасар.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8810Инке кукӑль пӗҫерет, тутар ҫисе пӗтерет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8811Каҫ пулсан калмӑка та ӑс кӗрет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8812Кашни чӑваш хӑй патша.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8813Кӑвакал амӑшне пӑх та, ҫармӑс хӗрне пӑх.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8814Кӑркӑс ҫынни какриш киличчен ҫиет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8815Кирек ӑҫта кайсан та пӗр хӗвел, хӗвел пӗр те, халӑх пӗр мар.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8816Мӑкшӑ ӗни мӑк ҫисех сӗт парать тет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8817Мӑкшӑ куҫӗ пин куҫ тет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8818Мӑкшӑ мӑккӑлӗ те авланнӑ тет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8820Мӑкшӑ симӗс шӑрҫа пек.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8821Мӑкшӑ ҫынни виҫ чӗлхеллӗ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8822Мӑкшӑ ҫынни мӑклӑ ҫӗр ҫинче пурӑнма юратать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8819Мӑкши сари пуҫ сари, тӗпретсен ҫавах мар-и.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8823Мишер ларнӑ вырӑна саваламасӑр ан лар теҫҫӗ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8824Мишер пек суеҫҫи, вырӑс пек усалли, чӑваш пек йӑвашши ҫын та ҫук.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8825Мишер сакки сӑрлӑ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8826Мишер саккине лариччен калла-малла шутлама каланӑ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8827Мишер чӑвашран кулса: «Чӑваш ӗҫсӗр аптӑрасан хуралтӑ пӑсма тытӑнать», — тет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8828Мишере ҫуртна ан кӑтарт, вырӑса ятна ан кала.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8829Нимӗҫ вӑл ӑспа пурнакан ҫын, алхапӑлтах мӗн курнӑ ун хыҫҫӑн каймасть.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8830Нимӗҫ куҫ умӗнче йӑпӑлти, кут хыҫӗнче — туйи.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8831Нимӗҫ салтакӗн алли арчара, куҫӗ кӗсйинче.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8832Нимӗҫе умри ҫитмен тет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8833Нимӗҫӗн куҫӗ выҫӑ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8834Пултӑран пур ҫӗрте тӑватӑ пушкӑрт ҫынни вилмен тет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8835Пур чух пушкӑртла, ҫук чух кашкӑрла.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8836Пур чухне калмӑкла, ҫук чухне пушкӑртла.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8837Пушкӑрт лаши пушӑлла чупмасть.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8838Пушкӑрт лаши пуштӑ чупма.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8839Пушкӑрт пушши лексен тутарла та юрласа ярӑн.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8840Пушкӑрт тутарӗ тем те тутарӗ теҫҫӗ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8841Пушкӑрт хӑни пуш алӑпа ҫӳремест.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8842Пушкӑрта курсан вырӑс чӗри те кӑрт! Тунӑ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8843Пушкӑрта пушӑлла илеймӗн теҫҫӗ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8844Пушкӑртӑн та пуҫ купташки пушӑ мар.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8845Пушкӑртпа тутар — пушӑпа чукмар.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8846Ҫармӑс алӑк урлӑ каҫсан ҫамкине ҫапнӑ тет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8847Ҫармӑс Атӑл урлӑ каҫсан тин астунӑ тет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем